«Пучахра» пĕчĕккисене кичем мар

Октябрьскинчи "Пучах" ача садне иртнĕ вĕренỹ çулĕнче 60 ача çỹренĕ. Вĕсенчен вуннăшĕ юратнă воспитательсемпе сывпуллашнă та ĕнтĕ. Пулас пĕрремĕш классемшĕн шкул хăйĕн алăкне уçса хунă. "Пучах" ĕç коллективĕ ку вĕренỹ çулĕнче тата15 шăпăрлана хăйсен йышне илет. Ачасене кĕтсе илме кунта пур енĕпе те хатĕр темелле. "Пучаха" ачасем Октябрьскинчен тата кỹршĕри Хурăньял, Туппай Ĕсмĕл, Акшик ялĕсенчен, Шĕнерпуç ял тăрăхне кĕрекен Хурапхапа Çичĕпỹртрен çỹреççĕ. Ача садĕнче 5 воспитатель, 3 воспитателе пулăшакан, музыка ертỹçи, 2 повар, прачка, завхоз, 2 хуралçă ĕçлеççĕ. Çак пысăках мар, анчах та пултаруллă коллектива Тамара Николаевна Алексеева ертсе пырать. Эпир пынă кун вăл отпускраччĕ. "Пирĕн заведующи çав тери лайăх. Ĕçлекенсене хавхалантарма та, вĕсенчен çирĕппĕн ыйтма та пултарать. Вăл пĕлсе те тăрăшуллă ертсе пынипе пирĕн туслă коллектив пур ĕçе те вăхăтра туса пырать", - ырăпа каласа параççĕ хăйсен ертỹçи çинчен кунта ĕçлекенсем. Тĕлĕнмелле те, ĕç опычĕ вĕсен пурин те пысăк. Сăмахран, Г.Минеева воспитатель Шупашкарти педагогика училищинчен вĕренсе тухнăранпах ачасемпе ĕçлет. Унăн ĕç стажĕ - 33 çул. "Ачасемпе ĕçлеме нихăçан та çăмăл пулман, яваплăхĕ пысăк. Пурпĕр çак профессие суйласа илнĕшĕн савăнатăп. Отпуск вăхăтĕнче те тунсăхлатăп, ачасем патне чун туртать. Вĕсемпе интереслĕ, кун иртни те сисĕнмест. Ĕçлеме пуçланă чухнехи пек мар, халь ачасем валли те, пире валли те лайăх условисем пур, çурт тăррине çĕнĕрен витрĕмĕр, пластик чỹречесем улăштартăмăр, вĕри шыв та пур. Кĕскен каласан, ăшă, çутă, хăтлă", - кăмăлпа каласа парать Галина Александровна воспитатель. Пĕчĕк ачасен хăйсен тĕнчи. Аслисем вĕсене пур енлĕн аталантарассишĕн нумай тăрăшаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем районти тата республикăри конкурссене те хутшăнаççĕ. Пĕлтĕр "С любовью к животным" республикăри фотоконкурсра "Пучах" ача сачĕ тăратнă ĕç 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Кăçал район шайĕнче ирттернĕ "Чăваш çăлкуçĕсем" фестивальте ташăпа та, вокалпа та 3-мĕш вырăн йышăннă. "Космос - глазами детей" ỹкерчĕксен конкурсĕнче те вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă. "Культура çурчĕн ĕçченĕсемпе те тачă çыхăну тытатпăр, ачасем вĕсем ирттерекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Тĕслĕхрен, ял уявне кăçал пирĕн ачасен ташшипе уçрĕç (сăнỹкерчĕкре). Ку пурне те савăнтарчĕ, паллах", - терĕ Г.Патерова воспитатель. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче малалла ăнăçлăн аталанма эпир ачасене те, ĕç коллективне те ырă сунатпăр.

Источник: «Наше слово» ( Мариинско-Посадская районная газета) от 21 августа 2017 г.,  http://gov.cap.ru/Publication.aspx?id=2685065&gov_id=70&size=20