«Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» проект.
2020 мӗш ҫултан пуҫласа «Пучах» ача сачӗ республика шайӗнче иртекен проектра хутшӑнать. Ку проекта тивӗҫлӗ ача сачӗсем пирӗн районта тата та пур. Ҫак проектра хутшӑнакан воспитательсем нарӑс уйӑхӗн 5,6 числисенче черетлӗ курсра пултӑмӑр.
Ку проект 5 ҫула тӑсӑлать. Ҫак вӑхӑтра пирӗн ачасем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем тӑван чӗлхе – анне чӗлхи пулнине туйса илессе шанатпӑр.