Кӗрхи пурлӑх- пирӗн сывлӑх.

                                              Кӗрхи пурлӑх- пирӗн сывлӑх.

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа  пирӗн районта Хӑрушсӑрлӑх уйӑхӗ пырать . Ҫакна май пирӗн ача пахчинче те аслӑ ушкӑнра «Кӗрхи пурлӑх- пирӗн  сывлӑх» уяв пулса иртрӗ.  Воспитательсемпе  ачасем  ку уява тӗплӗн хатерленнӗ.  Ачасем хӑрушсӑрлӑх правилисене вӑйӑра, сӑвӑсенче аса илчӗҫ. Музыка ертӳҫи Марина Витальевна ачасене чӑвашла юрӑсем, ташӑсем вӗрентнӗ. Чӑвашла ачасем шут вӑййисене те аван пӗлеҫҫӗ.  Паянхи уяв ачасен тавракурӑмне анлӑлатрӗ, чӑваш чӗлхин пуянлӑхне палӑртрӗ, хӑрушсӑрлӑх правилисене ҫирӗплетрӗ.