Чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе.

Чӑваш тӗррин кунӗ ячӗпе.

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗ - Чӑваш тӗррин кунӗ. Тӗрӗ- чӑваш эрешӗн  чи лайӑх тӗслӗхӗсенчен пӗри. Унӑн хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗ. Пӗрчӗн-пӗрчӗн эрешлнӗ тӑван халӑхӑн мерченӗ, несӗлсен ӑсталӑх мулӗ. Тӗрӗ- тымарсен кун-ҫулӗ.  «Тӑван чӗлхе – анне чӗлхи» республика проектӗнче хутшӑннӑ май,  «Пучах» ача сачӗ  ҫак паллӑ кун ячӗпе пурне те  саламлать. Тӑван чӗлхене, чӑваш йӑли-йӗркине упрама, юратма хистет. Ҫакна май ачасене паянхи кун пирӗн воспитательсем  чӑваш тӗррисемпе паллаштарчӗҫ, Тӑван Ене сума суса хисеплеме вӗрентрӗҫ.