Паян пирӗн Республикӑра паллӑ кун-
чӑваш чӗлхи кунӗ. Пирӗн чӑваш халӑхӗшӗн ку чӑннипех те уяв. «Пучах»
ача пахчинче иррех ачасен те, ӗçченӗсен те хавхалануллӑ кӑмӑл- туйӑм. Паянхи куна валли ачасемпе воспитательсем
эрнипех хатӗрленнӗ. Паянхи уявра юрӑсем,
сӑвӑсем, ташӑсем курса савӑнма тÿр килчӗ.
Пӗчӗк чӑваш каччисемпе хӗрӗсем ытла та
маттурсем пулчӗç паянхи кун. Чӑваш чӗлхин
пуласлӑхӗ шанчӑклӑ алӑра.