Мӑнкун.

Мӑнкун.

Çу уйӑхӗн 7 -мӗшӗнче  «Пучах» ача пахчинче чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркипе Мӑнкун уявӗ иртрӗ. Мăнкун — чи çутă та чи савăнăçлă уявсенчен пĕри. Пурнӑҫ хӑватне сӑнарлакан ҫак уявӑн ырӑ йӑли-йӗрки ӗмӗртен-ӗмӗре тӑсӑлать. Кашнин чӗринчех чи ҫутӑ туйӑмсене вӑратса Мӑнкун ыр кӑмӑллӑхпа хӗрхенӳлӗх ҫинчен, ҫынна юратмаллине тата ҫут тӗнчемӗр илемлӗхне аса илтерет. Çак уяв пĕр-пĕрне пĕрлештерет, килĕштерсе, юратса пурăнма вĕрентет. Мӑнкун уявӗ турра ӗненекенсемшӗн кӑна мар, ҫавӑн пекех пирӗн халӑхӑн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан ӑс-хакӑл культурине, унӑн пуян йӑли-йӗркипе кӑмӑл-сипет никӗсӗсене пысӑка хурса хакла­кан кашни ҫын­шӑ­нах пӗл­терӗшлӗ.

Фотогалерея